Канашра шкул директорӗ 6 ҫуллӑха йӗплӗ пралук леш енне кайма пултарать. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл?
Директор виҫӗ вӗрентекене премисене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ку шкулта вак-тӗвек ӗҫсене пурнӑҫлама кирлӗ имӗш. Ҫапла майпа ӑна 14 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Анчах шкул ертӳҫи кунпа ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл хӑйӗн ҫумне тата шкул умӗнхи ачасен воспитательне укҫа хушса тӳленӗ. Вӗсене ахальтен укҫа нумайрах паман вӑл. Ара, лешсем унӑн хӗрӗсем вӗт. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 30 пин тенке яхӑн тӳленӗ. 26 пин тенкине вара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.
Директор хӑтланӑвӗ шкула 44 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Акӑ мӗншӗн ун явап тытма тивӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ патӗнче паян пысӑк инкек пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушла инкек пушарпа вӗҫленнӗ. Пушартан та ытларах ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ чун ҫут тӗнчерен уйрӑлни паллӑ.
Инкек паян кӑнтӑрла, 10 сехет те 8 минутра, пулнӑ. Инкеке асӑрханисем каланӑ тӑрӑх, Мари Эл номерӗллӗ Ford Focus хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «ВАЗ» автосавут кӑларакан 7-мӗш модельлӗ Жигулипе пырса ҫапӑннӑ. Автомобильсем хыпса илнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке курнисем шухӑшланӑ тӑрӑх, айӑплӑ водитель ӳсӗр пулма пултарнӑ. Ҫапах та капла пӗтӗмлетме иртерех: инкеке халӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист тӗрӗслет. Вӗсем авари сӑлтавне тӗплӗн палӑртӗҫ.
Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ.
Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ.
Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла.
Вырсарникун Канаш хулинче шкул ачи сарӑмсӑр вилнӗ. Ку инкек чукун ҫул ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Шӑп ҫав вӑхӑтра, ҫӗрле, пӗр ҫынсем машинӑпа иртсе пынӑ. Вӗсем тӑрук ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Арҫын ача ҫеккунтра ҫунса кайнӑ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача чукун ҫул кӗперӗн перили ҫине тӑнӑ, тимӗр виткӗч ҫине хӑпарма хӑтланнӑ. Ӑна электропралук, 27 пин вольтлӑскер, ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Полици ӗҫченӗсем каникул вӑхӑтӗнче ачасем тӗлӗшпе самантлӑха та тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫинче вылямалла маррине асӑрхаттармалла.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.
Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи пенсионер килте патрон упранӑ. Ку – саккуна пӑсни. 69 ҫулти арҫыннӑн сейфӗнче патронсем тупнӑ.
Тӗрӗссипе, полицейскисем ун патне сунар пӑшалне тӗрӗслеме килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӗсем сейфра патронсем тупнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын каланӑ тӑрӑх, ку ӑна 2001 ҫулта ашшӗнчен лекнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Уголовлӑ кодексӑн 222-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарасшӑн. Куншӑн 4 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ.
Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ.
Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ.
Канаш районӗнчи Юмансарта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Г.И. Филиппов тӑван ялӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗпер тунӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. Аланьева, Карӑклӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е. Козлов пулнӑ. Ял халӑхӗ те пуҫтарӑннӑ.
«Ҫӗруш кӗперне», объекта ҫапла калаҫҫӗ (вӑл пилӗк пӗр тӑванран чи кӗҫӗннин ячӗ, вӑл пӗчӗкле вилнӗ), тума 360 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Укҫана ял халӑхӗ нимелле пухнӑ. Укҫа парса пулӑшнисен шутӗнче — маларах асӑннӑ Г.И. Филиппов, Мускавра пурӑнакан В.И. Филиппов тата О.В. Филиппов, Питӗрте тӗпленнӗ Н. Яковлева тата С.Г. Филиппов, Юмансарти Г.К. Кириллов. Вӗсем пурте — Юмансарта ҫуралса ӳснӗскерсем.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |